12+  Свидетельство СМИ ЭЛ № ФС 77 - 70917
Лицензия на образовательную деятельность №0001058
Пользовательское соглашение     Контактная и правовая информация
 
Педагогическое сообщество
УРОК.РФУРОК
 
Материал опубликовал
Людмила19

План урока по чувашскому языку в 5 классе


 

Урок теми: Кайӑк йӑвисем.

Воспитани тĕллевĕсем: Тӑван тавралӑха сӑнама, упрама, юратма вĕрентесси.

Пĕлӱ тĕллевĕсем: Кайӑк ячĕсене ӑса хывасси, ҫыхӑнуллӑ калав тума, сӑмах ҫаврӑнӑшĕсем, предложенисем тума хӑнӑхтарасси. Шӑнкӑрч вĕлли тума вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕсем: Ачасен ҫыхӑнуллӑ пуплевне, шухӑшлавне, тимлĕхне, илемлĕ вулав хӑнӑхӑвĕсене аталантарасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, презентации, кайӑк юррисем, карточкӑсем, ватман, фломастерсем.

Урок юхӑмĕ.

Класа урока йĕркелени.

1)Урок пуҫлани. Сӑвӑ кайӑксем ҫинчен. Фонозарядка.

Çуркунне те ҫитрĕ ак,

Вĕҫсе килчĕҫ кайӑксем.

Пахчасенче, хирсенче,

Улӑх-ҫаран варринче

Хитре уҫӑ сассипе

Шӑратаҫҫĕ юрӑсем.

2) Çанталӑк ҫинчен калаҫатпӑр. Хурав-ыйту – ответ.

Кун - паян кун мĕнле?- паян кун ӑшӑ, хитре

ҫанталӑк – халĕ мĕнле ҫанталӑк? –паянхи ҫанталӑк килĕшет-и? паянхи ҫанталӑк килĕшет

тӱпе – тӱпе кӑвак –и? тӱпе сӑрӑ-и? – тӱпе кӑвак

ҫил – ҫил вĕрет-и? – ҫил вĕрет

хĕвел – хĕвел пӑхать-и? - хĕвел пӑхать

кайӑксем - мĕнле кайӑксем вĕҫсе килнĕ? - курак, шӑпчӑк,тӑрна,шӑнкӑрч,тӑри, куккук, акӑш, ула такка

3) Килти ĕҫе тĕрĕслесси. 5 ача сӑвӑ каласа парать.

II. 1) Кайӑксен ячĕсене аса илесси.

Ку мĕн?- вӑрман

Кайӑксен ячĕсене аса илер-ха, вĕсен сассисене итлесе савӑнар-ха.

(Кайӑксем юрлани)

2) Урок темине пĕлесси.

- Тупмалли юмах тупсӑмне тупӑр.

«Алли ҫук, пуртти ҫук пӱрт тӑвать» Мĕн вӑл? – кайӑк (экран ҫине кайӑк тухать)

- тепĕр ыйту. Кусем мĕнсем? – кайӑк йӑвисем (экран ҫине кайӑк йӑвисем тухаҫҫĕ.Урок теми паян мĕнле? – Кайӑк йӑвисем.

Пурте ҫавӑн пек шутлаҫҫĕ-и?

III. Пуплев хӑнӑхтарӑвĕсем.

1) Тетрадьсене уҫӑр та число, урок темине ҫырӑр.

2) Текстпа ĕҫлесси, 203 страница. Калавӑн ятне вулӑр. Мĕн ҫинчен – ши ку калав?

3) Панӑ сӑмахсене куҫарасси

курӑк ӑшĕнче –

тĕмĕ ӑшĕнче –

типĕ курӑк –

йӑтаҫҫĕ –

пĕтереҫҫĕ –

хӑвӑл –

тĕк –

ӑста-

сиенлĕ –

4) 1 предложенине учитель вулать, ыттисене ачасем черетпе.

5) Вырӑсла мĕнле ӑнланнине каласа параҫҫĕ.

IV. 1)Ушкӑнпа ĕҫлени. Панӑ сӑмахсемпе предложенисем тӑвасси.

1, 2, 3 сĕтелсем, кашни виҫĕ сӑмахпа предложени тӑваҫҫĕ.

2) Предложенисене вуласа прасси.

3) Ыйтусемпе ĕҫлесси. Учитель ыйту парать. (запись)

4) Мĕнле шухӑш патне ҫитрĕр? Карточкӑпа ĕҫлесси

Пирĕн шутпа…кайӑксем усӑллӑ, вĕсен чĕпписем пур,

Мĕншĕн тесен…вĕсем хурт-кӑпшанкӑсене пĕтереҫҫĕ, йӑва тӑваҫҫĕ

Тĕслĕхрен…шӑнкӑрчсем, чĕкеҫсем, шӑпӑчӑксем

Çавӑнпа та…кайӑксем-пирĕн туссем, вĕсем пирĕн пата килеҫҫĕ

IY. Пĕтĕмлетӱ тӑвасси. Кайӑксене пирĕн сиен тумалла мар. Кайӑк ҫӑмартисене тытмалла мар. Йӑвисене ватмалла мар.

V. Физкультура саманчĕ.

Кайӑксем вĕҫеҫҫĕ.

Йывӑҫ тӑррине лараҫҫĕ.

Кӑштах канса илеҫҫĕ.

Унтан малалла вĕҫеҫҫĕ.

VI. Кайӑк валли йӑва тӑвасси. Проект ĕҫĕ.

Мĕнле кайӑк валли йӑва тӑватпӑр? Шӑнкӑрч валли

2) Çакӑн пек ĕҫ - листа ҫине шӑнкӑрч йӑви ӱкерĕр. Шӑнкӑрч йӑви тума мĕн-мĕн кирлине йĕркипе ҫырӑр, каласа пама хатĕрленĕр.

3) Проект хӱтĕлĕвĕ.

1 ушкӑн – хӑма, пӑта, мӑлатук, алӑ пӑчки, ырӑ кӑмӑл…

VII. Пĕтĕмлетӱ тӑвасси. Отметка лартасси.

VIII. 1) Релакси туни. Йывӑҫ ҫине шӑнкӑрч йӑви ҫакатпӑр.

Урок килĕшрĕ, питĕ килĕшрĕ пулсан - сарӑ шӑнкӑрч йӑви.

Урок килĕшмерĕ пулсан – хӑмӑр шӑнкӑрч йӑви

Мана килĕшрĕ, эпĕ сарӑ шӑнкӑрч йӑви ҫакатӑп. Ачасем черетпе ҫакаҫҫĕ.

2) Киле ĕҫ парасси. Пĕр ĕҫе суйласа тӑвӑр.

1) 10 хӑнӑхтарури сӑмахсемпе кроссворд тӑвасси.

2) 10 хӑнӑхтаруна пурнӑҫласси.

3) шӑнкӑрч йӑви тӑвасси.

Опубликовано


Комментарии (0)

Чтобы написать комментарий необходимо авторизоваться.